Шупашкар районӗнче пурӑнакансем ҫыхӑну вышки лартнипе кӑмӑлсӑр

Паянхи кун ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ цифра технологийӗсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫыхӑну мелӗсем, интернет халӗ кашни ҫын пурнӑҫӗнчех пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Анчах хӑш-пӗр тӑрӑха ку ырлӑх ҫитеймен е начар аталаннӑ. 

Ҫак йывӑрлӑха татса пама патшалӑхӑн тӗрлӗ программи пулӑшмалла. Республика ертӳҫи Олег Николаев та Патшалӑх Канашне янӑ ҫырӑвӗнче  республикӑри ялсене интернетпа тивӗҫтерме тӗллев лартнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи Алькеш ялӗнче пурӑнакан Лидия Усманован пандеми вӑхӑтӗнче килтен ӗҫлеме тивнӗ. Ун чухне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет кирлине уйрӑмах ҫивӗч туйса илнӗ хӗрарӑм. Шкул ачисене те вӑл кулленех кирлӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсен  инҫет мелӗпе вӗренме тивет. Ҫав вӑхӑтрах ялта ҫыхӑну станцийӗ вырнаҫтарнипе нумайӑшӗ кӑмӑлсӑр. Алькешсен сӑмахӗпе вӑл сывлӑха витӗм кӳрет. 


Екатерина Фомина, Дарья Паскарюк, Георгий Кривошеин