Республикӑра электронлӑ майпа тухтӑр патне ҫырӑнмалли тытӑма аталантараҫҫӗ

Чӑваш Енре халӗ тухтӑр патне электронла майпа патшалӑх ӗҫӗсен порталӗ урлӑ кӑна ҫырӑнма пулать. Республикӑри "Электронлӑ регистратура" ӗҫне икӗ эрне каялла чарнӑ.

Медицинӑн информаципе аналитика центрӗн ертӳҫи Евгений Вазин сӑмахӗпе (шӑпах вӑл "Электронлӑ регистратурӑна" ҫӗнӗ тытӑма куҫарассишӗн яваплӑ), ҫӗнӗлӗхпе усӑ курассинче йывӑрлӑхсем пулмалла мар.

Патшалӑх ҫӑмӑллӑхӗсен сайтӗнче регистрациленнӗ пулсан, тытӑм участокри терапевта хӑйех тупать. Ытти врач патне ҫырӑнма та пулӑшать. Паллах, аслӑ ҫултисене, тен, хӑнӑхма йывӑр. Вӗсем специалистсем патне малтанхи пекех регистратура урлӑ е телефонпа ҫырӑнма пултараҫҫӗ. 

Елена Дмитриева, Евгения Зиновьева, Семен Антонов