Ҫӗршыв президенчӗн суйлавӗ пуш уйӑхӗн 15-17-мӗшсенче иртет. Граждансем сасӑлава регистрациленнӗ ҫӗрте ҫеҫ мар, урӑх вырӑнта пулсан та хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн валли пуш уйӑхӗн 11-мӗшчен заявлени памалла.
Заявленине темиҫе майпа пама юрать. Светлана Саперова суйлав кунӗсенче прописка вырӑнӗнче пулаймасть. Ҫавӑнпа та вӑл урӑх тӑрӑхра сасӑлама палӑртать. Ҫакӑн валли патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче заявлени ҫырнӑ. Юлия Шелтукова та ҫак мелпех усӑ курнӑ. Вӑл суйлав вӑхӑтӗнче Мари республикинче пулать, унти участокра ҫӗршывӑн пулас президенчӗшӗн хӑйӗн сассине парас тӗллевлӗ. Ҫакӑ питӗ меллӗ, теҫҫӗ.
Татьяна Зябкина Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче регистрациленнӗ. Хӑй вара Шупашкарта пурӑнать. Ҫӗршыв Президенчӗн суйлавне те вӑл, паллах, кунтах хутшӑнма палӑртать. Ҫакӑн валли Татьяна заявленине нумай ӗҫ тумалли центр урлӑ пама шутланӑ. Ӑна унти специалистсем хапӑлласа пулӑшнӑ.
Хӑш вырӑнта тата хӑш суйлав лаптӑкӗнче сасӑласси пирки заявленисене кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче йышӑнма пуҫланӑ. Нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 7-мӗшчен вара комисси пайташӗсем килӗрен ҫӳресе пулас суйлав пирки ӑнлантараҫҫӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров