Республикӑра хӗрӳ ӗҫҫи малалла пырать. Уяр ҫанталӑкпа усӑ курса хуҫалӑхсем тухӑҫа пухса кӗртессипе тӑрӑшаҫҫӗ, кӗрхисене акаҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи "Нива" кооперативра тухӑҫпа кӑмӑллӑ. Хӑш-пӗр уй-хирте пӗр гектартан 30 ытла центнер пухса кӗртеҫҫӗ.
Алена Артемкина,Семен Антонов
Владимир Мурайкин 13-мӗш ҫул "Нива" ял хуҫалӑх кооперативӗн тилхепине тытса пырать. Ҫак тапхӑрта кӑтартусем пур енчен те лайӑхланнӑ. Машин-трактор паркне ҫӗнетнӗ. Акана вӑхӑтра тухаҫҫӗ, вырмана та хӑвӑрт вӗҫлеҫҫӗ. Унтан хуҫалӑхри 2 комбайнпа фермерсемпе ытти предприятие тырӑ пухса кӗртме пулӑшаҫҫӗ. Хальлӗхе «хир карапӗсем» кӗрхи урпа выраҫҫӗ. Ку культура япӑх хӗл каҫнӑ - чылай пайӗ пӗтнӗ. Ҫӗре тепӗр хут сухаласа ҫурхисене акасси - тӑкаклӑ ӗҫ. Ҫавӑнпа анана сухаламасӑр ҫийӗнчен урпа акнӑ.
Ҫитес ҫул кӗрхисем ӑнӑҫлӑ тухӑҫ парасса шанаҫҫӗ кунта. 336 гектар тулӑ акнӑ та ӗнтӗ. Вӗсем шӑткалама ӗлкӗрнӗ. Тата тепӗр 40 гектар акмалла. Хуҫалӑхра тырӑ туса илессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫурхи культурӑсем кӑна 870 гектар йышӑнаҫҫӗ. Паянхи куна мӗн пур лаптӑкӑн 85 процентне вырнӑ. Кӗлете пин те 700 тонна ытла тырӑ кӗртнӗ. Кӑҫал ҫуркунне ака-суха умӗн Апат-ҫимӗҫ фондӗнчен пӗр миллиона яхӑн тенкӗлех удобрени илнӗ. Парӑма нумаях пулмасть тавӑрнӑ -100 тонна Ҫӗрпӳри тырӑ йышӑнакан предприятие ӑсатнӑ. Тухӑҫпа "Нива" ертӳҫи кӑмӑллӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хуҫалӑхсемпе фермерсем пурӗ 4 пин те 40 гектар ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акса ӳстернӗ.
Вырма вӗҫленсен куккурус пуҫтарма тухӗҫ "Нивӑра". Кунта ку культурӑна 80 гектар ҫинче акнӑ. Сӑмах май, районта куккурус ӳстериссепе икӗ хуҫалӑхра кӑна ӗҫлеҫҫӗ.