28 ҫулти Андрей Якимов чылай ҫул Мускава ӗҫлеме ҫӳренӗ. Ҫемьере - виҫӗ ача. Вӗсене ура ҫине тӑратма сахал мар укҫа-тенкӗ кирлӗ. Килтисемпе тӑтӑшах курнӑҫманни шухӑшлаттарнӑ арҫынна. Шупашкартах тӗпленме тӗллев лартнӑ. Ҫакӑнта ӑна "Работа России" портал пулӑшнӑ. Ун урлӑ ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта учета тӑнӑ. Специалистсем Андрея социаллӑ килӗшӳ программи пирки ӑнлантарса панӑ. Вӑл чылай шутласа тӑман, бизнес-план ҫырса ӑна хӳтӗленӗ. 250 пин тенкӗ сӗтел-пукан цехӗ уҫма янӑ.
Вероника Павлова, Вадим Владимиров