Тӑвайри культура ҫуртне ку тӑрӑхри тата Вӑрмар округӗнчи нумай ачаллӑ 10 ҫемье пуҫтарӑнчӗ. Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ - ачасене мӗн пӗчӗкрен укҫа-тенкӗ пӗлтерӗшӗ пирки ӑнлантарасси, пурлӑхпа усӑ курма хӑнӑхтарасси.
Ҫемьесем вӑйӑсем викторинӑсем урлӑ финанс пӗлӗвне пуянлатрӗҫ. Тӗрӗс хуравшӑн вӗсене вылямалли укҫасем пачӗҫ. Пухнӑ нухратпа ҫемьесем хӑйсене валли асӑнмалӑх мӗн те пулин туянма пултарчӗҫ.
Фестивале ҫӗршыври ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ. Ҫирӗп те туслӑ кил-йышра ҫитӗннӗ ача пурнӑҫ ҫулӗпе те ҫирӗппӗн утать. Хӗрӳ тупӑшура Тӑвай тӑрӑхӗнчи Николайпа Екатерина Перцевсен ҫемйине ҫитекенни пулмарӗ. Вӗсем фестивалӗн тӗп парнине - велосипед ҫӗнсе илчӗҫ.
Хӑнасен хушшинче финанс пӗлӗвӗн аталану Ассоциацийӗн эксперчӗ, "Анне, атте, парӑр укҫа!" кӗнеке авторӗ Ольга Андреева пулчӗ. Вӑл пуҫтарӑннисене саламланӑ май, ачасем аслӑ пурнӑҫа ҫемьере илнӗ пӗлӳпе кӗнине, ҫавна май укҫа-тенкӗ пирки вӗсемпе 5-6 ҫултанах калаҫмаллине палӑртрӗ. Ҫитӗннӗҫемӗн пӗлӳ шайне те ӳстерсех пыма сунчӗ.
Оксана Верликова, Игорь Зверев