Семинар пынӑ вӑхӑтра муниципалитетсенчен килнӗ специалистсемпе, ытти организацисемпе ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗнче тӗрлӗ енчен халиччен йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене пӑхса тухрӗҫ, ҫитес ҫулти тариф кампанине сӳтсе яврӗҫ, инвестици программисене тата килӗшӳсене мӗнле пурнӑҫлассине, ытти ыйтӑва тишкерчӗҫ. Маларах хатӗрленни - яланах пысӑк ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама пулӑшать. Ҫавна май иртнӗ йӑнӑшсенчен сыхланма, саккунри улшӑнусене шута илме вӗренӳ семинарӗсене ҫулленех йӗркелеҫҫӗ.
Паянхи кун Чӑваш Республикинчи тарифсем - йӗркепе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнисем. 2025-мӗш ҫулта кӑна ку тӗлӗшпе 900 ытла йышӑну тунӑ. Коммуналлӑ хуҫалӑхри ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерекен пӗрлешӳсем заявкӑсене тӗрӗслени, ҫӗнӗрен пӑхса тухни тарифсене 5 миллиард ҫурӑ тенкӗ таран ӳстерме паман.
Ҫавӑн пекех канашлура хӑйсен ӗҫӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа, пысӑк яваплӑха туйса нумай ҫул тӑрӑшакан специалистсене Хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов








