Шкула кайма ҫӗнӗ пулӑшу майӗ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Нумай ачаллӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ачисене шкула хатӗрлеме пулӑшас тӗллевпе республика хыснинчен укҫа уйӑрма йышӑннӑ. 

Тӳлеве ҫулталӑкра пӗр хутчен шкул, спорт форми туянма параҫҫӗ. Ҫӗнӗ пулӑшу майне Республика Пуҫлӑхӗн Указӗпе ҫирӗплетнӗ. Бюджетран пурӗ 34 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫакӑ 2 пин те 666 ачана ҫитмелле. Тӳлеве илмелли йӗркене Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова ӑнлантарса пачӗ.   

Екатерина Фомина, Игорь Ульянов