Сӑр тата Хусан хӳтелев чиккине тӑвакансене халалланӑ палӑк лартма пулӑшаҫҫӗ

Иртнӗ ҫулти ҫу уйӑхӗнчен республикӑра пурӑнакансем Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене асӑнса лартакан палӑк валли 32 пин тенкӗ пуҫтарнӑ. Ҫак ырӑ ӗҫе хастар хутшӑнакансенчен пӗри - Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 1-мӗш завод. 

Иртнӗ ҫул республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗпе Шупашкарти 1-мӗш завод ҫӑкӑр сутса тунӑ укҫан пӗр пайне "Пӗрле" фонда куҫарса парас пирки килӗшӳ тунӑ. Ҫак тӗллевпе предприяти ҫӗртме уйӑхӗнче "Сӑр" ятлӑ ҫӗнӗ ҫӑкӑр пӗҫерме пуҫланӑ. Ӑна авалхи рецепта тӗпе хурса хатӗрлеҫҫӗ. Иртнӗ ҫул республикӑра пурӑнакансем 37 пин ытла буханкӑ туяннӑ. Кашни ҫӑкӑр хакӗнчен 20 пусне фонд валли куҫарнӑ. Ҫапла майпа 28 пин тенкӗ пухӑннӑ. Кӑҫал тепӗр 4 пине яхӑн пуҫтарнӑ. Укҫа-тенке Сӑр тата Хусан хӳтелев чиккине тӑвакансене халалланӑ палӑк лартма усӑ курӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн заводра тӑрӑшакансене Культура министрӗ Светлана Каликова, Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева тав турӗҫ, чи хастаррисене Хисеп хучӗсем парса хавхалантарчӗҫ. Предприяти ертӳҫине - Елена Бадаевана асӑну медалӗпе чысларӗҫ. 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров