Республикӑра хваттер хакӗн 20 процентне саплаштарма пулӑшакан патшалӑх программи пурнӑҫланать

Унпа пурӑнмалли майсене лайӑхлатма черетре тӑракан ҫӗр ҫемье усӑ курнӑ ӗнтӗ. 

Татьянӑпа Наталия - пӗртӑвансем.  Хӑтлӑ вырӑна куҫма вӗсем тахҫанах ӗмӗтленнӗ - 20 ҫул ӗнтӗ  пурӑнмалли майсене лайӑхлатма черетре тӑнӑ. Кӑҫал ака уйӑхӗнче вӗсем республикӑн ҫӗнӗ программи пирки пӗлнӗ. Вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа хваттер туянма май пани илӗртнӗ вӗсене. Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ хваттерсене пӗр ҫуртра илнӗ. Ӑна вӗсем хула варринче вырнаҫнӑран суйланӑ. Пӗртӑвансем кирлӗ документсене строительство министерствине ҫитернӗ хыҫҫӑн вӗсене пурӑнмалли кӗтес туянма паташалӑх сертификат уйӑрнӑ. Программа тӑрӑх, субсидие хваттере ҫӗнӗ ҫуртра туянакансене кӑна параҫҫӗ.  Тата ҫакӑ пӗлтерӗшлӗ - кредит килӗшӗвне Чӑваш Республикин ипотека корпорацийӗпе, Перекет, Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗпе е Промсвязьбанкпа тумалла. Ҫӑмӑллатнӑ ипотека программипе килӗшӳллен, хваттершӗн малтанхи тӳлеве хывма укҫа уйӑраҫҫӗ. 


Алена Артемкина, Татьяна Самсонова, Игорь Ульянов