Раҫҫейре социаллӑ пенсисене индексациленӗ

Ҫапла майпа уйӑхсерен тивӗҫекен тӳлев 6 тулли 1 вуннӑмӗш процент ӳснӗ.

Чӑваш Енре социаллӑ пенсие 26 пине яхӑн ҫын илсе тӑрать. Ку вӑл страхлав пенсийӗ тивӗҫме стаж ҫуккисем, инвалид-ачасем тата ачаран сусӑррисем. Ҫапла сусӑр ачасен тата мӗн пӗчӗкрен 1-мӗш ушкӑн инваличӗсен пенси виҫи 13 пин те 454 тенкӗпе танлашӗ. Чӑваш Енре ака уйӑхӗнчи индексацие пула пенси тӳлессипе ҫыхӑннӑ расхут 14 миллион тенкӗ таран ӳсӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен вара социаллӑ тӳлеве ҫӗнӗлле парса тӑма 125 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ.

 

Алиса Александрова, Лидия Галактионова