Вӑйӑ урлӑ кирек епле информаци те ҫӑмӑллӑн асра юлать. Ҫавна май хальхинче тӗлпулу ахаль калаҫу пек мар, кӑсӑклӑ меслетпе иртрӗ. Ҫамрӑксем ушкӑнсене пайланса станцирен станцие ҫӳрерӗҫ. Кашнинчех ыйтусене хуравласа, пуҫватмӑш тупсӑмне тишкерсе хӑйсемшӗн ҫӗнӗ пӗлӳ илчӗҫ. Пулас пенсипе кӑсӑкланма нихӑҫан та ир мар. Тӗлпулу шкул ачисемпе студентсемшӗн те, аслӑ ӑрури ҫынсемшӗн те, ӗҫ коллективӗсемшӗн те усӑллӑ.
Ҫамрӑксемшӗн электрон меслетпе патшалӑх пулӑшӑвӗсем илме пӗлни ытлашши пулмӗ. Ӗҫ укҫи пенсие йӗркелессине мӗнле витӗм кӳнине ӑнланни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех Апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче вӗренекенсем вӑйӑ станцийӗсене ҫитнӗ май СНИЛС мӗн тума кирлине те, ача амӑшӗ епле тӳлевсем илме тивӗҫ пулнине те, ют ҫӗршывра ӗҫлесе пурӑннисем патшалӑхран мӗнле пулӑшу илме пултарнине те тӗпчерӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ыйту ҫуралсан малашне вӗсем пӗр иккӗленмесӗр хурав ӑҫта шырамаллине пӗлеҫҫӗ. Вӑййа хутшӑннӑ кашни ушкӑна парнесемпе хавхалантарчӗҫ.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев