Малашне сертификатпа пурӑнмалли кӗтес, ҫурт-йӗр хӑпартма ҫӗр туянсан е ипотека илсен пӗрремӗш тӳлев тума Пенси фончӗн регионти уйрӑмне мар, Перекет банкне каймалла. Сертификатпа ҫыхӑннӑ ку е вӑл хыпара кредит организацийӗ хӑйех Пенси фончӗпе ҫыхӑнса пӗлет. Усӑ курма ирӗк пур пулсан банк пӗтӗм документа пухса ведомствӑна ярса парать. Ҫакӑ ҫемьесен вӑхӑтне самай перекетлӗ.
Алена Артемкина, Евгения Зиновьева, Михаил Солин