Кӑҫал Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫ ял тӑрӑхӗнче харӑсах тӑватӑ проект пурнӑҫа кӗртнӗ — ҫулсене юсанӑ, пӗвене тасатнӑ. Мӗн-пур ӗҫӗн хакӗ - 277 пин тенкӗ. 55 пин тенкине ял ҫыннисем пуҫтарнӑ, ыттине республика хыснинчен уйӑрса панӑ. Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ялӗ те асӑннӑ программӑна кашни ҫулах хутшӑнать. 4 ҫул хушшинче 8 проект пурнӑҫа кӗртнӗ - ҫулсене, шкул ҫуртне юсанӑ, тротуарсем сарнӑ, палӑка ҫӗнетнӗ.
Елена Дмитриева, Екатерина Данилова, Михаил Солин, Семен Антонов