Ӗҫ хатӗрӗ туяннӑ предприятисен тӑкакне республика бюджетӗнчен саплаштараҫҫӗ

Ҫак программӑна хутшӑнма 45 пӗрлешӳ заявка панӑ. Вӗсенчен 12-шне суйласа илнӗ.

Канашри ҫак заводра ҫул-йӗр строительствин пысӑках мар калӑпӑшлӑ техникине кӑлараҫҫӗ. Предприяти ертӳҫин сӑмахӗпе, пурнӑҫ таппинчен юлмасӑр ӗҫ пахалӑхӗн шайне ӳстерсе пымалла. Ҫакна валли ҫӗнӗ оборудовани кирлӗ. Тимӗр касмалли ҫак хатӗр сӑмахран 8 миллион тенкӗ тӑрать. Ун хакӗн 30 процентне патшалӑх саплаштарни питӗ вырӑнлӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ оборудовани уссине ӗҫ тум-тирӗ ҫӗлекен предприятире те туйса илнӗ. Ҫӗвӗҫсем хальхи йышши станоксемпе ӗҫлеме часах хӑнӑхса ҫитнӗ. Продукци шутне ӳстернипе пӗрлех тӑккаланӑ укҫан пӗр пайне тавӑрма май пулни савӑнтарать. Экономика министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, программӑн 2-мӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Заявкӑсене юпа уйӑхӗн 8-мӗшчен йышӑнӗҫ. Унта хутшӑнмалли йӗркепе яваплӑ ведомство сайтӗнче паллашма пулать. 

 

Алиса Александрова, Анна Давыдова, Вадим Владимиров