Ҫурт тума пая кӗрсе улталаннисене хваттер уҫҫисем вырӑнне  компенсаци параҫҫӗ

Пурӑнмалли 12 ҫурт тата пӗр суту-илӳпе офис центрӗ. 2022-мӗш ҫулӑн пӗрремӗш кварталӗн вӗҫӗ тӗлне пирӗн регионта 111 пин тваткал метр лаптӑк йышӑнакан 13 строительство объекчӗ пулнӑ. Халӗ вӑраха кайнӑ темиҫе пӳрт тӗлӗшпе пая кӗнисен прависене пӑхса тухаҫҫ

"Гагарински" ҫурт-йӗр комплексӗн 5-мӗш позицийӗ. Ҫак ҫурт тӗп хула илемӗ пулса тӑрас вырӑнне туса пӗтерейменнисен йышне кӗнӗ. "Альянс-недвижимость" компани 2017-мӗш ҫулта никӗс хывнӑ. Хваттер туянас текенсене хӑтлӑ вырӑнпа тата хаксемпе илӗртнӗ. Анчах ҫанӑ тавӑрса ӗҫлени курӑнман. Ҫурта хута яма шантарнӑ вӑхӑт куҫсах пынӑ. Иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче 5-мӗш позицие ятарлӑ реестра кӗртнӗ, ҫурла уйӑхӗнче строительство компанийӗ панкрута тухнӑ. Унӑн директорӗ тӗлӗшпе ултавшӑн уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хваттер уҫҫисем вырӑнне пая кӗрсе улталаннисене компенсаци параҫҫӗ. 


Алиса Александрова, Людмила Майкова, Святослав Петров