Чӑваш Правительстви ҫак кунсенче банкри укҫан страхлакан Агентствӑн ертӳҫисемпе хупӑ канашлу ирттерчӗ

Видеоконференци ҫыхӑнӑвӗпе йӗркеленӗ калаҫура "Чӑвашкредитпромбанк" тавра, ҫав шутра укҫа хывнӑ ҫынсен прависене хӳтӗлес пирки пычӗ.

Паянхи кун 700 ҫын хӑйсен пурлӑхне тавӑрасса кӗтет. Граждансем умӗнчи парӑм пӗр миллиард ытла тенкӗпе танлашать. Калаҫу мӗнпе вӗҫленни пирки Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Олег Николаев  журналистсене пӗлтерчӗ.   

Леонид Петров,  Виктор Степанов