Мӗн вӑл финанс пӗлӗвӗ? Тӑкаксене мӗнлерех тӗрӗслесе тӑма пулать? Пурлӑха епле упрамалла? Ҫак ыйтусен хуравӗсене 10-мӗш класс ачисем экспертсемпе пӗрле шырарӗҫ.
Шкул ачисен ыйту сахал мар пулчӗ. Специалистсем кашнине тӗплӗн тишкерсе тухрӗҫ. Ҫемье бюжетне йӗркелеме те вӗрентрӗҫ. Ҫакна мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтарма сӗнеҫҫӗ экспертсем. Ултавҫӑсен серепине ҫакланасран та асӑрханмалла. Ҫавна май финанс пӗлӗвӗн урокӗсене шкулсенче ирттерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кӗҫӗн классенче вӗсене вӑйӑ евӗр йӗркелеҫҫӗ.
"Финанс территорийӗ" проекта Раҫҫей Банкӗ, Социаллӑ фонд, Шалти ӗҫсен министерстви, налук служби пӗрле пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Унта ӗҫлекенсем тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Проект хуласемпе республика тӑрӑхӗсенче пурӑнакансен финанс пӗлӗвне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ ӑна йӗркелекенсем. Ҫӗрпӳ хулисӗр пуҫне унта ҫавӑн пекех Канашпа Улатӑр хутшӑннӑ.
Надежда Александрова, Александр Отяков, Виктор Степанов