Паян Китай календарĕпе Çĕнĕ çул пуçланчĕ. Унăн палли - сарă сысна. Елчĕк районĕнче пурăнакан Валерий Изратов çак чĕрчун кӳлеписене темрен те ăсталать. Ун патĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пулса курчĕ.
Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова
Валерий Изратов Кавал ялĕнче пурăнать. Елчĕкре унăн хушма хуçалăх пур. Кунта вăл кашни çулах хĕл ларнă-ларман юртан тĕрлĕ кӳлепе ăсталама пуçлать. Пуринчен ытла, паллах, çĕнĕ çул паллисем. Кăçал вăл ял халăхне хăйне евĕрлĕ сысна кĕлеткисемпе савăнтарать. Скульптурăсем урамра нумайрах ларччĕр тесе вĕсене вăл çирĕп япаларан тума тăрăшать.
Шывпа çăрнă гипса темиçе сий михĕ çине сĕрсе чăн-чăн сысна евĕр кӳлепе туса хунă маçтăр.
Валерий Васильевич йывăçран та нумай сысна тунă. Кăмăл пулсан темрен те ăсталама пулнине калать. Уншăн чи хакли ― çын кăмăлне кайни.
Урампа иртсе пыракансем сысна кӳлеписене пĕрремĕш хут курсан яланах чарăнса сăн ӳкерттереççĕ. Тăванĕсене илсе килсе кăтартакансем те пур. Скульптурăсене уйрăмах ачасем кăмăллаççĕ. Мăнук савăнăçĕ темрен паха,- тет Валерий Васильевич.
Изратовсен умĕнче машин ураписенчен тунă юр пикесем, Чебурашка тата ытти кӳлепе-тавраш та курма пулать. Вĕсене вăл купăспа гитара тыттарнă. Юмахри сăнарсем нумай çынна хăйсене çакăн евĕр кĕлеткесем тума хавхалантараççĕ.
Валерий Изратов пушă минут тупăнсанах мĕнле те пулин усăллă ĕç тăвать. Ял халăхĕ вара унран яланах куçа савăнтаракан çĕнĕ илем кĕтет.