Елчĕкре тунă урай саррисемпе сĕтел-пукан çиттисем иртнĕ ĕмĕрте тĕнчипех сарăлнă. Вĕсене паян та чылай çĕршывра курма пулать. Хăйне евĕрлĕ ал ĕçĕсемпе çак кунсенче Елчĕкри культура çуртĕнче паллашма май пур. Унта «Паха тĕрĕ» фабрикăн районти филиалĕсенче хатĕрленĕ продукцин куравне йĕркеленĕ.
Алексей Енейкин, Владимир Синдеев
Çак хĕрарăмсем 30-40 çул каялла пурте «Паха тĕрĕ» фабрикăра ĕçленĕ. Халĕ вĕсем хăйсене ĕлĕкхи сăнӳкерчĕксенче курса савăнаççĕ, пĕрле пулнă вăхăта аса илеççĕ. Тĕрĕ-çĕвĕ ăстисен предприятийĕ Елчĕк районĕнче 7 филиал уçнă пулнă. Çак тĕллевпе ятарласа çуртсем тара илнĕ. Фабрикăн кашни çуртĕнчех сахалтан та пир тĕртмелли 5 станок ларнă. Пĕтĕмпе вĕсенче пĕр вăхăтра 120-е яхăн çын вăй хунă. Хуçалăхра тыткаламалли кавир-тавраш тĕртнисĕр пуçне шурă пиртен чӳрече каррисем тунă, тĕрлĕ çи-пуç тĕрленĕ. Пурте туслă йышпа савăннă.
Тăрăшса ĕçлекенсене шалу тӳленисĕр пуçне кашни çулах тĕрлĕ çĕре канма янă. Предприяти аталаннăçемĕн аталанса пынă. Районтан кашни эрнерех йывăр тиевлĕ машинсемпе тонни-тоннипе продукци тиесе тухнă. Вĕсене 57 çĕршыва ăсатнă. Елчĕк хĕрĕсем тĕртнĕ вырăн виттисем халĕ тĕнче шайĕнчи музейсенче упранаççĕ. Çак илеме тăвакан чăваш хĕрарăмне мухтаса вара паян та сăвăсем шăрçалаççĕ.
Шел пулин те, «Паха тĕрĕн» районсенчи уйрăмĕсем халĕ ĕçлемеççĕ. Елчĕкре те предприятин пĕр çурчĕ кăна сыхланса юлнă. 1994 çулта уçнă çак икĕ хутлă кирпĕч çуртра ăстасем 3 çул кăна ĕçлейнĕ. 1997 çулта çĕршыври йывăр лару-тăрăва пула цеха хупма тивнĕ. «Паха тĕрĕ» ята «Паха пĕлӳпе» улăштарса кĕçĕн классен шкулне хута янă. Пурнăç кустăрми хăйĕннех тăвать пулсан та, тĕрĕ ăсталăхне ачасене парса хăварас тесе тăрăшаççĕ елчĕксем.
«Паха тĕрĕ» куравĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Фабрика уйрăмĕсенче тăрăшнă ветерансене вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташă парнелерĕç. Предприятин хальхи ертӳçисем вара тĕрĕ-çĕвĕ ăстисене хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Кăçал 95 çул тултаракан фабрика пуласлăхĕ малалла- ха, терĕç.