Хуçалăхсем кĕрхисене пухса кĕртме хатĕрленеççĕ. Анчах та çанталăк вылянса тăнăран, чылай çĕрте техника уй-хире тухайман-ха. Ĕççи кăçал пĕлтĕрхинчен самай юлса пырать.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров
Елчĕк районĕнче кăçал 40 пин те 122 гектар çинчен тыр-пул пухса кĕртмелле. Вăл шутран 22 пинĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем. Акнă вăрлăхăн 30 яхăн проценчĕ вара элитăллă пулнă. Хуçалăхсем паха тухăçлă тыр-пул туса илсе выльăх йышне ӳстерес тĕллевлĕ. Кăçалхи çур çулта кăна районта мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 400 ытла пуç хушăннă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсем вырмана хатĕрленеççĕ. Тăрăмри «Рассвет» хуçалăхри 4 комбайн, сăмахран, паян тесен паян хире тухма хатĕр. Иртнĕ çулсенче кунта чылай хăватлă техника туяннă.
Çак çĕнĕ комбайна тата курăка çулса харăсах çапса çемçетекен агрегата хуçалăх нумай пулмасть туяннă. 6 миллион тенкĕлĕх хăй тĕллĕн çӳрекен техника 7 метр сарлакăш çулать. Курăка çавăрттарса пĕр е икĕ валпа вырттарса хăварать. Хăватлă комбайн шăпах эпир килнĕ чух пĕрремĕш хут ĕçе тухрĕ.
«Рассвет» хуçалăхра 1430 га çĕр. 610-шĕ çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем ӳсеççĕ. 820 га çинче выльăх апачĕ валли тĕрлĕ курăк тавраш çитĕнет. Çавах та утă хатĕрлес ĕç кăçал вăраха кайнă.
Йĕпе-сапа тыр-пула çитĕнме самай пулăшнă. Сĕлĕ метр çурă çӳллĕшнех çитнĕ. Пăрçа та ăнса пулнă. Урпапа ыраш уйĕсем вара тинех саралма пуçланă. Хăш-пĕр пучахра 60 ытла тырă пĕрчи пиçет. Кун пек чухне тухăç та гектартан 45 центнера яхăн пулать. Вырма каярах юлса пуçланни хресченсене çав-çавах пăшăрхантарать.
Çанталăк урăх пăсăлмасан «Рассветра» вырмана çывăх вăхăтрах пуçăнма хатĕр. Çĕнĕ техника вара пысăк шанăç парать.