Елчӗк районӗнчи ҫемье туслӑ йышра телей тупнӑ

Вӗсем усрава илнӗ 8 ачана тӑван тӗпренчӗкӗсемпе тан юратупа ҫемье ӑшши парнелеҫҫӗ. Сӑмах Елчӗк районӗнче пурӑнакан Петрпа Галина Александровсем пирки. Ырӑ чунлӑ мӑшӑр патӗнче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ.

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова

2 ҫулти Аделина Галинапа Пётр Александровсен тӑван мӑнукӗ. Сӑнӳкерчӗксен альбомӗнче кукашшӗпе кукамӑшӗн усрава илнӗ ачисемпе паллаштарать. Тӑван аппӑшпе тетӗшсем вырӑнӗнчех вӗсем уншӑн. Йышлӑ ҫемьере урӑхла пулма та пултараймӗ. Пётр Николаевичпа Галина Михайловна хӑйсем те йышлӑ ҫемьесенче ӳснӗ. Пӗрлешнӗ хыҫҫӑн 3 ача ҫуратнӑ. Шел пулин те, вӑталӑххи - пӗртен пӗр ывӑлӗ сарӑмсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫак ҫухату хыҫҫӑн мӑшӑр манӑҫми хуйхине кӑштах та пулин пусарас тесе арҫын ача усрава илме шутланӑ. Малтанах Шупашкарпа Канашри ача ҫурчӗсенче пурӑннӑ Андрей Петровпа Владислав Палеева хӑйсен хӳтлӗхне илнӗ.

Ачасен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнса, вӗсене телей пама пултарнине туйса Александровсем усрава тата ача илме шутланӑ. Ҫапла ҫемьене хӗр пӗрчисем - Кристина Алексеевапа Анастасия Барская хутшӑннӑ. Вӗсем те ҫемьене хӑйне евӗрлӗ ӑшӑлӑх илсе килнӗ.

Аслисем ҫитӗнсе пынӑ май Александровсем ҫемье йышне ӳстерсех пынӑ. Шупашкарти ача ҫуртӗнченех Алексей Плотникова усрава илнӗ.

Ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасене ӑс парса ӳстересси ҫӑмӑл мар пулсан та, мӑшӑр пӗр-пӗрин ҫине шанса пӗртӑван Николаевсене - Ангелинапа Аринана, унтан Сергей Мельникова ҫунат айне илнӗ.

Пӗчӗккисене воспитани парас ӗҫе ҫемьери аслӑ ачасем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗренӳре те, ӗҫре те пулӑшса пыраҫҫӗ.

Туслӑ ҫемьере кану кунӗсенче 10 ытла ача пухӑнать. Ҫитӗнсе ҫемьерен тухса кайнисем те кашни эрнерех кунта килме тӑрӑшаҫҫӗ.

Халӑха тӗлӗнмелле ырӑ тӗслӗх кӑтартакан мӑшӑр хӑйне чӑннипех те телейлӗ, тет. Пӗр ҫыхӑри пек пулса малашне тата та йыш хушас кӑмӑл пур вӗсен.