Ытларах чӗр-тавар тирпейлеме пултараҫҫӗ

Шупашкарти сӗт заводӗнче ҫӗнӗ лини хута кайрӗ.

Кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑр Чӑваш Енри сӗт-ҫу тирпейлекен предприятисем ӗҫ калӑпӑшне ӳстернӗ. Продукци экспорчӗпе вӗсем Раҫҫейре виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Тӗп хулари сӗт завочӗ кӑна 40 тонна ытла юр-вар ӑсатнӑ. Предприятире ҫав вӑхӑтрах производствӑн иккӗмӗш линине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хута ячӗҫ. Ун ӗҫ-хӗлӗпе Олег Николаев паллашрӗ. 

 

Леонид Петров, Екатерина Храмкина, Михаил Солин