Ял тӑрӑхӗсене аталантармалли патшалӑх программине пурнӑҫа кӗртме республикӑна хушма укҫа уйӑрнӑ

Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Правительство ларӑвӗнче пӗлтерчӗ. 

Хысна 129 миллион ҫурӑ тенкӗлӗх пуянланнӑ. Ҫавна май ытларах проект ӗҫе кӗртме май пулӗ. Патшалӑх программи пулӑшнипе республикӑри ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнсах пырать. Унта пурӑнмалли майсем хуларинчен пӗрре те кая мар. Укҫа-тенке ҫул сарма, газ, ҫутӑ, шыв кӗртме, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене юсама усӑ кураҫҫӗ тата ытти те. Унсӑр пуҫне тепӗр 79 миллион тенкӗ республика хыснинчен халӑх пуҫарӑвӗн программине пурнӑҫа кӗртме уйӑрнӑ. Пурӗ 929 проект валли укҫа валеҫнӗ. Сергей Артамонов министр палӑртнӑ тӑрӑх, пӗтӗмпе вара кӑҫал республикӑри ялсене аталантарма мӗнпур программӑпа килӗшӳллӗн 5 миллиард тенке яхӑн пӑхса хӑварнӑ. Ку пӗлтӗрхинчен кӑшт ытларах. 

Екатерина Фомина, Игорь Ульянов