Таврари ялсенчен, кӳршӗ районтан та ӗҫе ҫӳреҫҫӗ

Ялта ӗҫ тупма паянхи кун ҫӑмӑл мар. Ҫавӑнпа та Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑшра  3 ҫул каялла ҫӗвӗ цехне чӗртсе тӑратни нумай ҫынна пулӑшнӑ. 

Кунта халӗ 20 ҫын тӑрӑшать.Тӗрлӗ ялта  пурӑнаканскерсене ӗҫ вырӑнне автобус илсе ҫитерет. Кашни уйӑхра пӗрлешӳре 7 пин ытла тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Ҫӗвӗ машин шавӗ кунта кунӗпе шӑпланмасть.  Ӗҫлекенсем норма тултарас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Кунне вӗсен 60 калпак е ытти тумтир  ҫӗлемелле. Тата 20 специалиста  йышӑнма пултараҫҫӗ предприятире. Анчах та ӗҫлекен сахалрах. Ҫӗвӗҫсене вӗрентес тӗллевпе шкул директорӗсемпе канашлу ирттернӗ. Ҫӗнӗ Атикассинчи пӗлӳ ҫуртӗнче ятарлӑ класс уҫма йышӑннӑ, машинсемпе тивӗҫтернӗ те ӗнтӗ. Малашне унта технологи урокӗсенче ҫӗвӗҫ профессине хӑнӑхтарӗҫ. Ҫамрӑксем ялта тӗпленччӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ предприятире. 


Надежда Александрова, Димитрий Макаров