Шупашкарти предприятире медицина маскисем кӑларма пуҫланӑ

Фабрикӑна Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫитсе курчӗ.

Ҫакнашкал маскӑсене алӑ вӗҫҫӗн мар, ятарлӑ машинпа ҫӗлеҫҫӗ. Ку вӑл, пӗрре, ҫӗвӗҫсен ӗҫне ҫӑмӑллатать, иккӗмӗшӗ, вӑхӑта перекетлет. Пирвайхи 100 пин маскӑна ҫак кунсенче кӑларнӑ, ҫитес вӑхӑтра ӗҫ тухӑҫлӑхне темиҫе хут ӳстермелле. Маскӑсене спанбонд материалтан тӑваҫҫӗ. Вӑл ыттисенчен хулӑнӑшпе уйрӑлса тӑрать. Шанчӑклӑхӗпе респираторсемпе танлашать, вирусран 92 процент хӳтӗлет.  

 

Алиса Александрова, Татьяна Самсонова, Виктор Степанов