Сӗтрен пуҫласа эмел курӑкӗ таранах йышӑнаҫҫӗ

РАЙПО тытӑмӗ ял ҫыннисене чӗрӗ укҫа тума пулӑшать.

Чӑвашпотребсоюз республикӑри Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствипе, Журналистсен Союзӗпе пӗрле йӑлана кӗнӗ семинар йӗркелерӗ. Кӑҫалхипе 20-мӗш хут ирттернӗ канашлӑва Красноармейски районӗнче йышӑнчӗҫ, ӑна Чӑвашпотребсоюз 100 ҫул тултарнине халалларӗҫ. Паян ҫак тытӑмра 6 пине яхӑн ҫын ӗҫлет. Журналистсем Трак тӑрӑхӗнчи РАЙПО предприятийӗсенче, лавккисенче пулса курчӗҫ. 

 

Алиса Александрова, Никита Углев.