Ҫĕр ĕçченĕсем лизинг программипе усӑ курса техника паркне кашни ҫулах çĕнетсе пыраҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне вӗсене 29 трактор-комбайнпа тивӗҫтернӗ те ӗнтӗ, ҫитес вӑхӑтра тата тепӗр 20 кӳрсе килмелле. «Росагролизингпа» ӗҫлес кӑмӑллисен шучӗ ӳссех пырать. Сӑмах май, малашне ун урлӑ "Сеспель" предприяти кӑларакан прицепсемпе цистернӑсене те туянма пулать. Хусанти ҫу кӑларакан завод ҫак ҫӑмӑллӑхпа пӗрремӗш усӑ курчӗ.
Екатерина Фомина, Никита Углёв