Республикӑра пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствӑна пулӑшмалли майсене тӗпрен улӑштармалла

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каларӗ. Бизнес аталанӑвӗнче ҫӗнӗлле ӗҫлемеллине вӑл Шупашкарти пӗр предприятире пулса ӗненчӗ.

"Каскад-Груп" наукӑпа производство предприятийӗ пысӑках мар пулин те, Чӑваш Ен тулашӗнче кӑна мар, ытти ҫӗршывра та паллӑ. Пӗрлешӳ кӑларакан автоматизаципе энерги перекетлекен хатӗрсене нефть, газ, ӑшӑпа электроэнергетика тытӑмӗсенче усӑ кураҫҫӗ. Монитор ҫинче схема евӗр курӑнакан ҫак системӑсем, сӑмахран, иртнӗ ҫул "Ҫӗршыври чи лайӑх 100 тавар" конкурсӑн дипломне тивӗҫнӗ. Вӗсем "Хӗвел" пӗрлешӳпе химпромри кальций гипохлоричӗ кӑларакан предприятие автоматизаци программипе тивӗҫтереҫҫӗ. 

 

Алексей Енейкин, Семен Антонов