Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Шупашкарти индустри паркӗнче пулса курчӗ

Регион ертӳҫи кунта тӗпленнӗ усламҫӑсемпе калаҫрӗ, предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ.

Индустри паркне республикӑн экономикине аталантарас, усламҫӑсене инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме тивӗҫлӗ майсем туса парас тӗлӗшпе йӗркеленӗ. Ӑна ӗҫлеттерсе яма патшалӑх пӗтӗмпе 470 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Индустри паркӗн пӗрремӗш черетне 2015-мӗш ҫултах тума пуҫланӑ: ҫул сарнӑ, шыв, ӑшӑ тата электричество кӗртнӗ. Паркри 10 лаптӑкран 8-шне усламҫӑсем йышӑннӑ. 3 предприяти - "Бирс Арматура", "Каскад", «Турбоком - Инвест" хӑйсен ӗҫне йӗркелесе янӑ та ӗнтӗ. 

 

Елена Дмитриева, Виктор Степанов