Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Китай инвесторӗсемпе онлайн тӗл пулчӗ

Пӑрачкав районӗнчи пушӑ выртакан пилӗк пин гектара Китайри предпринимательсем ӗҫе кӗртесшӗн. Инвесторсем кунта мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетесшӗн.

Пурӗ "Сычуань — Чӑваш Ен" проекта пурнӑҫа кӗртме 10 миллиард тенкӗ тӑккалама палӑртнӑ. Сӗт-ҫу тата аш-какай тирпейлекен предприяти те уҫасшӑн. Анчах та ӑна урӑх ҫӗрте хӑпартасшӑн усламҫӗсем. Чӑн та, кӗтмен хӑнасене ял халӑхӗ хапӑл тумасть. Малтанах Муркаш районӗнче, унтан Шупашкар, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗсенче тата тӗп хулара пурӑнакансем те хӑнасене кӑмӑлсӑр йышӑннӑ. Ҫакӑн евӗр харкашусем пулмӗччӗҫ - енчен те влаҫсемпе усламҫӑсем малтанах мӗнле ӗҫлемелли пирки калаҫса татӑлнӑ пулсан, палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх  пурнӑҫлакан Олег Николаев.  

Вероника Павлова, Михаил Солин