Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа сырпа мороженӑйӑн маркировка пулмалла. Авӑн уйӑхӗнчен вара вӗсен ҫумне сӗт, услам ҫу, тӑпӑрч, йогурт, турӑх хушӑнаҫҫӗ. Талӑкне заводра 25 тонна мороженӑй кӑлараҫҫӗ, 70 ытла тӗрлине. Пӗлтӗр хальхи йышши управӑш ҫӗклесе лартнӑ, нумай пулмасть ҫӗнӗ лини хута янӑ. Производствӑна анлӑлатса пырас тӗллевлӗ. Ҫӗнӗ цех уҫма, тата тепӗр управӑш тума палӑртнӑ заводра. Халӗ тавар ҫине ятарлӑ штрих код вырнаҫтарас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ, ҫакна валли кирлӗ хатӗрсем туяннӑ та ӗнтӗ.
Екатерина Фомина, Андрей Шоклев