Республика Пуҫлӑхӗ "Чувашхлебопродукт" предприяти ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ 

Шупашкарти элеваторта производство хӑватне ӳстернӗ. Ҫакна тума кунта ӗҫ хатӗрӗсене ҫӗнетни пулӑшнӑ. Ҫӑкӑр хакне пӗр шайра тытса тӑрас тӗллеве пурнӑҫлама та "Чувашхлебопродукт" хӑй тӳпине хывӗ. 

Регион пуҫлӑхӗ Олег Николаев килнӗ ҫӗре кӑмакаран ҫӑкӑр пиҫсе тухрӗ. Предприятин халӗ хӑйӗн пекарня пур. Ҫемҫе кулачпа вӑл кунта ӗҫлекенсене, "Соляное" микрорайонта пурӑнакансене тивӗҫтерет. Ыраш ҫӑкӑрне те кӗҫех пӗҫерме пуҫлӗҫ. Пахалӑха ӳстерсе пырассине предприятире тӗпе хураҫҫӗ. Кӑҫал кунта тӗш тырра тирпейлекен хатӗрсене ҫӗнетме 53 миллион тенкӗ хывнӑ. Кивӗ техникӑна улӑштарни ӗҫ хӑватне самай ӳстерме май панӑ. Унччен талӑкне 500 тонна тулӑ тирпейленӗ пулсан, халӗ - 600. Паха сортлӑ ҫӑнӑх ытларах кӑларма пуҫланӑ. Тырӑ ҫителӗклӗ, пӳлмесем тулли. Ҫӑнӑх авӑртакан производство линине ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫлеттерсе яма Республика Пуҫлӑхне Олег Николаева шанчӗҫ. Хӑй вӑхӑтӗнче предприятине патшалӑх тытӑмӗнче хӑварма йышӑнни тӗрӗс те пӗлтерӗшлӗ утӑм пулнине палӑртрӗ вӑл. Паянхи кун «Чувашхлебопродукт» аталану ҫулӗпе пырать. 

Екатерина Фомина, Андрей Шоклев