Курава 16 компани хутшӑнчӗ. Кашни хӑйӗн продукцийӗпе, ҫулсерен ӳссе пыракан кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Ҫитӗнӳ никамӑн та ҫамӑллӑн пулман. Ҫак ӗҫре пуррине упранӑ май кун-ҫул уттинчен юлмасӑр ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртсе пыни паха. Тепӗр кӑсӑклӑ самант - туризм. Вӑл та услама пысӑк витӗм кӳме пултарать, иккен. Ку ӗҫ шкул ачисемпе иртекен экскурсирен пуҫланмаллине палӑртаҫҫӗ специалистсем. Алексей Енейкин, Виктор Степанов
Регионсене пӗрлештерекен форум
Чӑваш Енри предприятисем туристсене йышӑнма хатӗр-и? Ҫак ӗҫе мӗнле тума пулать? Регионсенчи промышленнӑҫ компанийӗсен пуласлӑхри аталанӑвӗ ҫинчен халӑхсем хушшинчи йӑлана кӗнӗ куравра калаҫрӗҫ.