"Промтрактор" пӗрлешӳ федераци шайӗнчен хушма тӗрев илме пултарӗ

Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн промышленноҫпа суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Александр Морозов пӗлтерчӗ. Вӑл регион ертӳҫипе Олег Николаевпа республикӑри ертсе пыракан предприятин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ.

"Промтрактор" 48 ҫул каялла йӗркеленнӗ. Паян кунта хӑватлӑ тракторсем, бульдозерсем, ял хуҫалӑх валли тӗрлӗ техника туса кӑлараҫҫӗ тата ытти саккассене пурнӑҫлаҫҫӗ. Тавара ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне, ҫавӑн пекех чикӗ леш енне ӑсатаҫҫӗ. Палӑртмалла, цехсене автоматизациленӗ, специалистсем ҫӗнӗ технологисене алла илеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, чылай хатӗре кунта кӑна туса кӑлараҫҫӗ. Хӑнасене машинсен хӑватне ӗҫре кӑтартрӗҫ. 

 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров