"Аквапром" пӗрлешӳ пилӗк ҫул каялла йӗркеленнӗ. Гидроаккумуляторсемпе хутса ӑшӑтмалли тытӑм валли шыв пичкисем кӑлараҫҫӗ кунта. Продукцие хамӑр республикӑра кӑна мар, ытти регионсене те ӑсатаҫҫӗ. Пӗлтӗр 25 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ. Ӗҫлекенсем пурте Вӑрмар районӗнчен. Халӗ кунта производствӑна анлӑлатас пирки шутлаҫҫӗ. "Светлана" ҫӗвӗ фабрикинче те ӗҫ калӑпӑшне ӳстерме хатӗр. 10 ҫул каялла уҫӑлнӑскер, паян ура ҫинче ҫирӗп тӑрать. Малтан пӳлӗмсене тара илсе ӗҫленӗ, каярах уйрӑм ҫурта куҫнӑ. Ӑна предприяти сакӑр уйӑхра ҫӗклесе лартнӑ.
Екатерина Фомина, Алиса Александрова, Никита Углёв