Олег Николаев предприятисем хальхи майсенче мӗнле ӗҫленипе паллашрӗ

Чӑваш Енри пысӑк пӗлтерӗшлӗ предприятисем асӑрхану йӗркисене пӑхӑнса майӗпен ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ.

Ҫакӑ экономикӑри лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Заводсенче усал вирус сарӑласран сыхланас ӗҫ мӗнле пынипе Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашрӗ. Кун каҫа «Элара» пӗрлешӳре икӗ смена улшӑнать. Ҫавӑнпа та заводри медиксем кашни килекенпе каякана тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ӗҫлекенсен шутне вӑхӑтлӑх пин ытла ҫын таран чакарнине шута илсе предприяти тулли вӑйпах тӑрӑштӑр тесен халӗ пурин те сывӑ пулмалла.

Алексей Енейкин, Никита Углев