"Аркто" пӗрлешӗве индустри паркӗнче 2020-мӗш ҫулта уҫнӑ. Кунта пӗчӗк тата вӑтам температурӑллӑ сивӗтмелли шкафсем туса кӑлараҫҫӗ. Вӗсене ҫӗршыври пур регионти пысӑк лавккасене, обществӑлла апатлану предприятисене, аптекӑсене ӑсатаҫҫӗ. Кунне 150 хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫитес ҫул вара ку кӑтартӑва 350-на ҫитересшӗн. Чӑваш Енре туса кӑларакан техникӑпа Раҫҫее кӑна мар, ытти ҫӗршывсене те тивӗҫтереҫҫӗ: Киргизи, Казахстан, Беларуҫ, Узбекистан, Азербайджан, Армени, Латви, Литва тата ытти те. Предприятире ӗҫе пӗтӗмпех автоматизациленӗ. Апла пулин те ҫын вӑйӗсӗр те май килмест. Малтанах кунта 40 ҫын тӑрӑшнӑ пулсан, паян - 300 ытла.
Пӗрлешӳре ҫитӗнӳпе лӑпланса ларасшӑн мар. Халӗ предприятире ҫӗнӗ продукци кӑларма пуҫлас тӗллевлӗ. Ҫакна валли кирлӗ хатӗрсем туяннӑ та. Тупӑша та малтанах компани аталанӑвне хываҫҫӗ. Индустри паркӗнче вырнаҫнӑ май тухӑҫлӑ ӗҫлекен пӗрлешӗве патшалӑх та тӗрлӗ пулӑшу кӳрет.
Диана Иванова, Святослав Петров.