Пӗри вӑл - паха асфальт-бетон тунӑ ҫӗрте усӑ курмалли типӗ хутӑш кӑларакан цех. Ӑна хута яма 50 миллион тенкӗ усӑ курнӑ. Кунта халӗ районта кӑларакан Яманчурел чулне авӑртма пуҫлӗҫ. Талӑкра 300-350 тонна ҫӑнӑх. Унпа Мускавпа Хусан хулисене ҫыхӑнтаракан "М-12" ҫула тунӑ ҫӗрте усӑ курма палӑртнӑ. Елчӗкрех ҫакӑн евӗр тепӗр производство ӗлӗк стройкӑпа монтаж управленийӗ пулнӑ вырӑнта уҫрӗҫ. Ҫак цеха тумашкӑн "Промсервис" пӗрлешӳ 60 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Хӑйӗн хакне вӑл саплаштаратех. Предприяти нефтьпа газ кӑларакан пӗрлешӳсем валли ҫӗр шӑтарнӑ чух пӑра хушшине ярса пымалли хутӑшсем хатӗрлет. Ҫӗнӗ цехра вара тырӑ крахмалӗ хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ. Кун пек предприятисем халӗ ҫӗршывра та 4 кӑна.
Алексей Енейкин, Михаил Солин