Шупашкарти коопераци институчӗ 60 ытла ҫул ҫамрӑксене професси парассипе тимлет. Ҫак вӑхӑтра аслӑ шкултан 50 пин ытла ҫын вӗренсе тухнӑ. Паян вара 5 пин ытла студент пӗлӳ илет. Коопераци институчӗ хальхи вӑхӑт ыйтнине туллин тивӗҫтерекен аслӑ шкул.
Куравра аслӑ шкул хӑйнеевӗрлӗ стенд йӗркеленӗ. Экспозици хӑнисене тӳрех Маша ятлӑ робот илӗртет. Искусствӑлла ӑспа ӗҫлекенскер валли "Прикладная информатика" енӗпе вӗренекенсем ятарлӑ хушӑмсем хатӗрлеҫҫӗ, программӑсем ҫыраҫҫӗ. Робот студентсене расписанипе, аудиторисем ӑҫта вырнаҫнипе паллаштарма пултарать тата ыттие те. Коопераци институчӗн экспозицийӗпе Республика Пуҫлӑхӗ те кӑсӑкланчӗ.
Кунтах виртуаллӑ чӑнлӑх куҫлӑхӗсем, нитратпа радиацине виҫмелли хатӗрсем. Коопераци институтӗнче бюджетлӑ вырӑнсем те пур. Пулас студентсенчен документсем йышӑнма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Курав вӑхӑтӗнче Шупашкарти коопераци институчӗ "Женщины Бизнеса" пӗрлешӳпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуҫрӗҫ. Ҫакӑ студентсен професси ӑсталӑхне ӳстерме пулӑшӗ, вӗренӳпе наука ӗҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртме май парӗ.
Диана Иванова, Святослав Петров