Хаксене чакарма канмалли кунсенче ӗҫлекен пасарсем пулӑшмалла

Мӗн пур япалапа пӗрлех апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳсни шухӑшлаттарать. Уйрӑмах пахча-ҫимӗҫ хакланнӑ. Хӗрлӗ кӑшман яшки пӗҫерес тесен вӑл самай тӑкаклӑ пулма пултарать. 

Пӗр кило кишӗр, сӑмахран, икӗ уйӑх каялла 50 тенкӗ тӑнӑ, халӗ вара 2 хут ытларах. Экономика министерствин кӑтартӑвӗпе, кишӗр - Чӑваш Енре чи хакли. Унсӑр пуҫне купӑста, сухан, ҫӗрулми хакӗсем те "ҫыртаҫҫӗ". Кун пек пулсан лавккана курава килнӗ пек ҫӳреме пуҫлатпӑр, теҫҫӗ тавар туянакансем. Пахча-ҫимӗҫпе пӗрлех хуратул кӗрпи, рис, ҫавӑн пекех чӑх ашӗпе пулӑ хакланнӑ. Ҫакна специалистсем ҫӗнӗ тухӑҫ хальлӗхе пулса ҫитменнипе тата короновирус чирӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. 

Диана Иванова, Анна Давыдова, Михаил Солин, Виктор Степанов