Федераци налук службин республикӑри управленийӗнче пӗлтӗрхи ҫулталӑка пӗтӗмлетрӗҫ

Анлӑ канашлӑва финанс министрӗ Михаил Ноздряков хутшӑнчӗ.

Пандемипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑр 2020-мӗш ҫул кӑтартӑвӗсем япӑх мар пулнине палӑртрӗҫ пухӑннисем. 2019-мӗшпе танлаштарсан тӳлевсен шучӗ ытларах та пулнӑ. Юлаши ҫулсенче налук тӳлемелли тата унӑн пӗр пайне тавӑрмалли ӗҫе самай ансатлатнӑ. Ыйтусем сиксе тухсан ҫынсене налук службинче пулӑшма хатӗр. Унсӑр пуҫне интернетра та ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма вӗрентекен ятарлӑ инструкци пур. Коллегие пухӑннисем ҫавӑн пекех парӑмсене пӗтермелли майсем пирки калаҫрӗҫ. 

 

Алена Артемкина, Виолетта Александрова