"Экра" предприятин аталану ҫул-йӗрӗпе регион ертӳҫи Олег Николаев паллашрӗ

«Экра» - электротехника тытӑмӗнчи тӗнче шайӗнчи компани шутланать. Кунта тӑрӑшакан специалистсем малтисен йышӗнче цифра подстанцийӗсем ӑсталама тытӑннӑ. Чӑваш Енре кӑларакан "ӑслӑ" хатӗрсемпе хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, чикӗ леш енче те усӑ кураҫҫӗ.

Ҫӗршывра коронавирус алхаснине пӑхмасӑр, Чӑваш Правительстви регионти промышленноҫ предприятийӗсене ӗҫлеме ирӗк пани хӑюллӑ утӑм темелле. Ҫакӑ вӗсене кӑткӑс лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкессинчен ҫӑлнӑ. Ҫапах та ҫирӗп йӗркене пӑхӑнса, сӑмахран, ЭКРА пӗрлешӳре тӑрӑшакансен 70 процентне инҫет мел ҫине куҫарнӑ. Анчах та продукци кӑларасси пӗр кун та чарӑнса ларман. 

Леонид Петров, Вадим Владимиров.