Чӑваш Ен агропромышленноҫ тӗлӗшӗнчен Раҫҫейре малта пыракан регионсем йышӗнче. Республикӑри халӑхӑн 35 проценчӗ ялта пурӑнать, ҫӗрсене тирпейлессипе пирӗн предприятисем ҫӗршывӗпе 7-мӗш вырӑнта. Ял хуҫалӑх регионӗпе туса илекен продукцин 15 процентне йышӑнать. Ку вӑл Раҫҫейри кӑтартуран 2 хут пысӑкрах. Ҫитес ҫулсене лартнӑ тӗллевсен шутӗнче производство калӑпӑшне ӳстересси, ялти пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси, ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртесси, пирӗн тӑрӑхра туса кӑларакан тавара ыттисемшӗн илӗртӳллӗрех тӑвасси. Ятарласа палӑртнӑ аталанӑвӑн 6 енӗнчен пӗри - ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене сыхласа хӑварса пахалӑхне пӗлтерӗшлӗ витӗм кӳресси. 2030-мӗш ҫулччен 221 инвестици проекчӗ пурнӑҫламалла. Вӑл шутра уйрӑмах калӑпӑшли - 5. Тӗллевӗсем пысӑк та курӑмлӑ. Ҫитес 5 ҫулта ял хуҫалӑх таварне туса илесси 25 процент ӳсмелле, хӑмла ӳстерессипе импорта сахалтан та 46 процент чухлӗ саплаштармалла.
Культура тытӑмӗнче те курӑмлӑ улшӑнусем пулса иртмелле. Ӳнер, вӗренӳ, музей тата библиотека ӗҫӗ, архив, культура эткерлӗхӗ, наци политики ҫӗнӗлӗхсене туйса илӗ. 2030-мӗш ҫулччен культурӑри 290 объекта юсамалла, 4 пысӑк проект ӗҫлеттерсе ямалла. Ҫакна валли уйӑракан пӗтӗмӗшле укҫа виҫи 15 миллиард тенкӗпе танлашать. Пуҫлӑхсем ҫапла майпа культурӑна ҫӗнӗ варкӑш кӳрессе шанаҫҫӗ. Малти вырӑнта - чӑваш чӗлхине, йӑла-йӗркене, наци искусствине аталантарасси, фестивальсем йӗркелесси, республика тулашӗнчи конкурссене, гастрольсене тухса ҫӳресси. Уйрӑммӑн илсен, кӑҫал Шуршӑлти космонавтика музейӗ тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ пуҫланнӑ. Ӑна 2027-мӗшӗнче вӗҫлемелле.
Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, паян влаҫ тытӑмӗ умӗнче культурӑна хальхи саманапа килӗшӳллӗ шая ҫитерсе республикӑра пурӑнакан кашни ҫынна тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа явӑҫтарас тӗллев тӑрать.
Алиса Александрова, Дарья Паскарюк, Игорь Ульянов