Ывӑнма пӗлмесӗр шӑнкӑрч шӑхӑрать, юрлать

Шупашкарти Ботаника сатӗнче экологи акцийӗ пуҫарнӑ. Кашни кӑмӑл тӑвакан шӑнкӑрч вӗлли хатӗрлесе кайӑксене парнелеме пултарать. 

Акцие чи малтан хутшӑнакансен йышӗнче 88 ҫулхи Иван Мадебейкин пулчӗ. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче вӑл 60 ытла шӑнкӑрч вӗлли ӑсталанӑ. 100-ре ҫитересшӗн, тет. Ял хуҫалӑх наукисен докторӗ ҫак ӗҫе пӗлсе тӑвать. Шӑнкӑрч йӑвана йышӑнтӑр тесе ӑшне ҫавӑн пекех тӗк е мӑк хумалла. Мӑка уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ кайӑксем - ҫунатсене ҫапсах юрлаҫҫӗ, тет Иван Николаевич. Ботаника садне Шупашкарти 1-мӗш шкулта вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те вӗллесемпе ҫитрӗҫ. Пӗчӗк ҫуртсене хӑтлӑ кӑна мар, илемлӗ те тӑвас тенӗ вӗсем. Акци ҫу уйӑхӗн варриччен пырать. 

Диана Иванова, Виктор Степанов