Акцие чи малтан хутшӑнакансен йышӗнче 88 ҫулхи Иван Мадебейкин пулчӗ. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче вӑл 60 ытла шӑнкӑрч вӗлли ӑсталанӑ. 100-ре ҫитересшӗн, тет. Ял хуҫалӑх наукисен докторӗ ҫак ӗҫе пӗлсе тӑвать. Шӑнкӑрч йӑвана йышӑнтӑр тесе ӑшне ҫавӑн пекех тӗк е мӑк хумалла. Мӑка уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ кайӑксем - ҫунатсене ҫапсах юрлаҫҫӗ, тет Иван Николаевич. Ботаника садне Шупашкарти 1-мӗш шкулта вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те вӗллесемпе ҫитрӗҫ. Пӗчӗк ҫуртсене хӑтлӑ кӑна мар, илемлӗ те тӑвас тенӗ вӗсем. Акци ҫу уйӑхӗн варриччен пырать.
Диана Иванова, Виктор Степанов