Экологи акцин тӗп тӗллевӗ - пулӑ йышне ӳстересси. Ҫӗкке Чулхула облаҫӗнчен ятарлӑ савӑтсенче турттарса килнӗ. Кашни контейнера кислородпа тивӗҫтерсе, пӗр пек 15 градус температура тытса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ пулӑсене вырӑна тӗрӗс-тӗкел ҫитме пулӑшать. Атӑла 10 пин вӗтӗ пулӑ ячӗҫ. Кунта хӑйӗн йӗрки пур. Специалистсем шыв температурине, тарӑнӑшне, пулӑсен виҫине шута илеҫҫӗ. Унтан тин ятарлӑ шлангпа шыва чӑмтараҫҫӗ. Ирӗке янӑ пулӑсенчен, паллах, хӑшӗ-пӗри чӗрӗлеймӗ. Ку вӑл йӗркеллӗ пулӑм. Ҫапах та ҫут ҫанталӑкшӑн акци пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк.
Диана Иванова, Анна Лобанова, Димитрий Макаров