Ӳсен-тӑран хӳтӗлевҫисен ферми

Санкци текех хӑратмасть, ӳсен-тӑрана хамӑр тӑрӑхри хурт-кӑпшанкӑсемех хӳтӗлеҫҫӗ. Сӑмах энтомофагсем пирки пырать. Вӗсене "Ольдеевская" агрофирмӑра ҫитӗнтереҫҫӗ. Унта ятарлӑ биоцентр хута янӑ. Ун ӗҫӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

Ориус, Атета, Фитосейулюс, Амблисейус - пурӗ 10 ытла тӗрлӗ энтомофаг ҫитӗнтереҫҫӗ агрофирмӑра. Вӗсем сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑсене пӗтереҫҫӗ. Ҫавна май тӗрлӗ хими им-ҫамӗ сапас тӑвас нуша та ҫук. Ӳсен-тӑрана ҫакнашкал майпа хӳтӗлес меслетпе теплица комплексӗ 1982-мӗш ҫултанпах усӑ курать. Иртнӗ икӗ ҫулта ҫак енӗпе тӗллевлӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кӑпшанкӑсене ӳстерме ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ, кирлӗ хатӗрсем туяннӑ. Паянхи кун биоцентр ытти предприятисене те энтомофагсемпе тивӗҫтерме хатӗр. Сӑмах май, ӳсен-тӑран хӳтӗлевҫисене ыйтакан сахал мар. Хӑйсен биолаборатори ҫуккипе хӑш-пӗр теплица комплексӗсем вӗсене Европӑран кӳрсе килнӗ. Анчах халӗ санкцисене пула ҫакна тума йывӑр. "Ольдеевская" агрофирма биоцентра вӑхӑтра та вырӑнлӑ йӗркелесе янине палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Энтомофагсене ҫитӗнтерме вӑхӑт кирлӗ, ӗҫӗ кӑткӑс, - теҫҫӗ агрономсем. Вӗсене ӗрчеме тивӗҫлӗ майсем туса памалла. Специалистсем кашни эрнере теплицӑсене 2 миллион таран кӑпшанкӑ кӑларса яраҫҫӗ. Питӗрпе Ижевск хулине те ӑсатнӑ вӗсене. Ҫывӑх вӑхӑтра ытти тӑрӑхри хуҫалӑхсемпе те ҫыхӑну йӗркелесшӗн. 

 

Екатерина Фомина