Йӗпреҫ районӗнчи сӗт-ҫу завочӗ тавралӑха вараланӑ

Производство каяшӗсем юхса выртни пӗрре кӑна пулнӑ, теҫҫӗ предрприятире. Ҫавах та сиенлӗ тасамарлӑх лекнипе Пучинкери пӗвере пӗтӗм пулӑ вилсе пӗтнӗ, кӗтӗве ҫӳрекен килти выльӑх-чӗрлӗх те чирлет. Ял халӑхӗ йӗри-тавра чӑтмалла мар шӑрш тӑнипе аптрать. 

Сӗт-ҫу завочӗн каяшӗсем пӗвеленӗ ҫырмана уйӑх ҫурӑ каялла лекнӗ. Ун хыҫҫӑн тӗрӗслевпе кунта Йӗпреҫ район прокуратури килсе кайнӑ: 38 пулӑ вилнине палӑртнӑ тата шыв таса мар, шӑршлӑ пулнине ҫирӗплетнӗ. Ӗҫе малалла тӗпчеме полицине явӑҫтарнӑ. Вараланнӑ вырӑнсене Ҫут ҫанталӑк министерствинчи специалистсем те килсе курнӑ, анализ валли шыв илсе кайнӑ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем те лару-тӑрӑва асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Сӗт-ҫу заводӗнче вара тинех хӑйсем мӗнле сӑтӑр кӳнине чухласа илнӗ пулас, теҫҫӗ ял ҫыннисем.

Ирина Николаева, Наталия Егорова, Святослав Петров