Ҫитӗннӗ ҫӑка йывӑҫҫисене Тула облаҫӗнчи питомникрен кӳрсе килнӗ - пурӗ 70 тӗп. Ытларах пайне Трактор тӑвакансен проспектӗнче тата Ленинград урамӗнче лартрӗҫ. 10 йывӑҫ Мускав районӗнчи Максим Горький проспектне илем кӳрӗ. Акцие шкул ачисем, волонтёрсем, хула пухӑвӗн депутачӗсем хутшӑнчӗҫ. Кӗрхи ӑмӑр ҫанталӑка пӑхмасӑр хавас кӑмӑлпа ӗҫлерӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫак кӗркунне Эгер бульварӗнче, Кӑкшӑм урамӗнче тата Трактор тӑвакансен проспектӗнче 50 пилеш, "Садовый " тата "Хӗвеллӗ" микрорайонсенче хыр хунавӗсем лартса хӑварнӑ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров